Комсомольский муниципальный округ

Пăр керменĕшĕн сасăлăр

Шупашкарти чи пысăк кермен - "Чебоксары Арена" - "Спорт индустрийĕн лидерĕсем" конкурса хутшăнать. "Раççейри чи лайăх пăр кермен" ята тивĕçессишĕн çавăн пекех Мускаври "Мегаспорт", Сочири "Большой", Хусанти "Татнефть-Арена", Коломнăри конькипе чупакансен центрĕ тата ыттисем кĕрешеççĕ.

Кăмăла кайнă спорт объекчĕшĕн wintercongress.ru сайтра сасăлама пулать. "Спорт индустрийĕн лидерĕсем" конкурса çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче Красноярск хулинче иртекен Пĕтĕм тĕнчери конференцире пĕтĕмлетеççĕ. Мала тухнисене премипе чыслĕç.



"Каçал Ен"
27 мая 2016
08:50
Поделиться
;