Комсомольский муниципальный округ

Шăрпăк ачасемшĕн тетте мар

Пушар мĕн тери пысăк сиен кỹме пултарни, çавна май хăрушсăрлăх йĕркине яланах пăхăнмалли çинчен тăтăшах илтетпĕр, вулатпăр, çапах та вутпа çыхăннă инкек чылай пулать. Анлă сарăлнă сăлтавсем вара - электрохатĕрсемпе тата кăмакапа усă курнă чухне хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманни, вутпа асăрханусăр пулни, çав шутрах - ỹсĕрле пирус туртни... Чи хăрушши - вут-çулăмра çул çитмен ачасен пурнăçĕ татăлни.

Нумаях пулмасть районти тĕп библиотекăра Ĕç çыннин çулталăкне халалласа пушарта çынна тата пурлăха çăлса хăварассишĕн кунĕн-çĕрĕн тăрăшакансемпе - районти пушар надзорĕн начальникĕпе Димитрий Кузьминпа тата 31-мĕш пушар чаçĕн начальникĕн çумĕпе Дмитрий Галкинпа - тĕл пултăмăр. Тĕл пулăва Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче 3 "а" класра пĕлỹ пухакансем хутшăнчĕç. Вут-çулăмпа кĕрешекенсем хăйсен ĕç-хĕлĕпе туллин паллаштарчĕç. Ачасем шăрпăкпа выляни мĕн патне илсе çитерме пултарнине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕç. Çавăнпа пĕрлех мероприяти вăхăтĕнче ачасем тĕрлĕ ыйтусем пачĕç, хăйсем те калаçăва хастар хутшăнчĕç.

Унсăр пуçне Дмитрий Галкин ĕçчен пушар сỹнтерекенсен тумтирне тăхăнса кăтартрĕ, çунтармалли-сĕрмелли япала çуннă чухне усă куракан тумпа паллаштарчĕ.

Асăннă мероприятие ачасене, йывăр ĕçре тăрăшакансене пĕрле явăçтарни çав тери пысăк пĕтерĕшлĕ. Çитĕнекен ăру ĕç профессийĕсемпе паллашать, пурнăçра асăрхануллă та тимлĕ пулма хăнăхать.

Н.АНТОНОВА



"Каçал Ен"
27 мая 2016
09:24
Поделиться
;