Комсомольский муниципальный округ

Выпускниксемшĕн юлашки шăнкăрав янăрарĕ

Майăн 24-мĕшĕнче районти шкулсенче юлашки шăнкăрав уявĕ иртрĕ. Шкулпа сывпуллашнине систерсе кăçал шăнкăрав 11-мĕш класран вĕренсе тухакан 161 яшпа хĕршĕн, 9-мĕш класс пĕтерекен 299 шкул ачишĕн янăрарĕ.

Александровка тĕп шкулĕнчен кăçал 9-мĕш класран 9 ача вĕренсе тухать. Вĕсене халалланă уяв питĕ савăнăçлă та асра юлмалла, çав вăхăтрах пăлхануллă иртрĕ.

Чи малтанах ачасене шкул директорĕ Евгения Соколова ăшшăн саламларĕ, чи маттур та пултаруллă вĕренекенсене Хисеп тата Тав хучĕсемпе чысларĕ, тĕрлĕ конкурссемпе мероприятисенче призерсен йышне лекнисене хушаматран палăртса хăварчĕ. Выпускниксене шкул пĕтернĕ ятпа класс ертỹçи Татьяна Волкова саламларĕ.

- Умра яваплă тапхăр - экзаменсем. Ăнăçу сунатăп сире, ачасем. Тăван шкула ан манăр. Сирĕншĕн кунти алăксем яланах уçă, - терĕ Татьяна Ивановна.

Шурă саппунсемпе хăюсем, тĕрлĕ тĕслĕ шарсем, илемлĕ чечексем, илĕртỹллĕ йăл кулă, çав хушăрах ашшĕ-амăшĕ тата выпускниксем вăрттăн шăлса илекен куççуль, вĕрентекенсен сывпуллашу сăмахĕсем, шкул вальсĕ... ĕмĕрлĕхех асра юлакан самантсем. Ĕнерхи вĕренекенсем паян пурнăçăн анлă çулĕ çине тухаççĕ. Хыçалта - ачалăх, шкул çулĕсем, вулама-çырма вĕренни. Малта - професси суйласа экзаменсене ăнăçлă тытасси. Мĕнех, юлашки шăнкăрав янăрарĕ, халĕ районти яшсемпе хĕрсене экзаменсенче ăнăçу сунатпăр!

А. ЕФРЕМОВА



"Каçал Ен"
27 мая 2016
08:53
Поделиться
;