Комсомольский муниципальный округ

Юлташла тĕлпулу

Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче сĕтел çинчи теннис вăййисене юратакан ачасем сахал мар. Класпа класс тупăшаççĕ, хĕрачасем уйрăм командăсем йĕркелесе вăй виçеççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, çак спорт шкулта вăй илсех пырать. Ачасем ытти районсенчи шкулсенче вĕренекенсемпе те тĕл пулса выляççĕ, республикăри ăмăртусенче те çитĕнỹсем тăваççĕ. Акă, майăн 18-мĕшĕнче Комсомольскисем Урмаел вăтам шкулĕн теннисисчĕсемпе юлташла тĕлпулу ирттерчĕç. Тытăçусем виçĕ ушкăнра иртрĕç: кĕçĕн, вăтам, аслă ушкăнсем. Кĕçĕн ушкăнра Урмаелĕнчен килнĕ Равиль Хайртдинов, Алмаз Ахметзянов, Радив Мифтахутдинов ăстарах выляса парнесене тивĕçрĕç. Вăтам ушкăнра Комсомольскисем Айшат Шариповпа Динар Тазетдинов пĕрремĕшпе иккĕмĕш, Расиль Ибниаминов (Урмаел) виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Аслăрах ушкăнра вылякансем хушшинче Ранис Акшов пĕрремĕш, Максим Минин (иккĕшĕ те Комсомольски) виççĕмĕш, Алмаз Диканеев (Урмаел) иккĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Çак тĕлпулăва тивĕçлĕ шайра ирттерме спонсорла пулăшу панăшăн М.Г.Камалюкова тав сăмахĕ калатпăр.

Ф.ГАВРИЛОВ,

Н.ТУКАЕВ



"Каçал Ен"
27 мая 2016
09:23
Поделиться
;