Комсомольский муниципальный округ

Пĕрле савăнма кăмăллăрах

Сабантуй - тутар халăхĕн юратнă уявĕ. Ку уява яланах çĕр ĕçĕсем вĕçленсен кĕрлеттереççĕ. Çулсеренех халăх кĕтекен кăçалхи Сабантуя Урмаел ялĕ çывăхĕнчи лапамра майăн 28-мĕшĕнче йĕркелерĕç. Уява ял çыннисем çеç мар, тĕрлĕ хуласемпе районсенче пурăнакансем, сумлă хăнасем хутшăнаççĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Петр Краснов, "Единая Россия" партин регионти уйрăмĕн ертỹçи Николай Малов, район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин, Урмаел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Минзаит Зайнуллин ял çыннисене, хăнасене уявпа тата çуркуннехи ĕçсене вĕçленĕ ятпа ăшшăн саламларĕç, ăнăçу, çирĕп сывлăх, телей сунчĕç.

Ял халăхĕ, ватти-вĕтти хавхаланса тĕрлĕрен конкурспа вăйăсене хутшăнчĕç. Сабантуй спорт вăййисемпе пуян пулчĕ. Кунта çамрăксем наци кĕрешĕвĕнче вăй виçрĕç, волейболла вылярĕç, канат туртрĕç, юпа çине хăпарассипе тупăшрĕç.

Ача-пăча батут çинче сиксе савăнчĕ, лашапа ярăнса киленчĕ. Чи хавасли тата асра юлмалли нумай ача вертолетпа ярăнса курни пулчĕ пулас. Ашшĕ-амăшĕ черет тăрсах билет туянчĕ.

Уявра "Мишар" халăх фольклор ансамблĕ, уйрăм юрăçсем савăк юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Кĕр! кĕрлерĕ Сабантуй!

Л.ГАЙНУЛЛИНА



"Каçал Ен"
31 мая 2016
08:40
Поделиться
;