Комсомольский муниципальный округ

Уй-хирте

Районти ял хуçалăх предприятийĕсем, фермер хуçалăхĕсем, колхозсем çĕр улми лартса пĕтерчĕç. Кăçал "иккĕмĕш çăкăра" 1222 гектар çинче çитĕнтереççĕ.

Паянхи куна кĕрхи тата çурхи пĕрчĕллĕ культурăсем акнă лаптăксене çум курăкран пестицидсемпе гербицидсем сапма пикеннĕ. Хальлĕхе çак ĕçе 3150 гектар çинче пурнăçланă. Тĕрлĕ сăтăрçăсенчен асăрханса 1460 гектар çине тĕрлĕ им-çам сапнă.

Пĕр çул ỹсекен курăксене вăхăтра акса хăварас енĕпе те тăрăшса ĕçлеççĕ. Майăн 30-мĕшĕ тĕлне çак ĕçе 1497 гектар çинче пурнăçланă. Çавăн пекех хуçалăхсем 822 гектар кукурус акнă.

Ял хуçалăхĕнче ĕçсем малаллах пыраççĕ. Ĕçсене вăхăтра пурнăçлани темрен те паха.

Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ



"Каçал Ен"
31 мая 2016
08:34
Поделиться
;