Комсомольский муниципальный округ

Николй Малов: "Июнĕн 1-мĕшĕ ача-пăчан тĕп уявĕ"

Июнĕн 1-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери ачасене хỹтĕлемелли куна паллă турăмăр. Пирĕн çĕршывра ку уяв çуллахи каникул пуçламăшĕпе, ачасен кану лагерĕсенче пĕрремĕш смена уçăлнипе тата аслашшĕ-асламăшĕ патне кайнипе тĕл килет. Республикăра çав кун хаваслă мероприятисем иртрĕç, вĕсенче шкула тата садике çỹрекенсем те хастар хутшăнчĕç.

Июнĕн 1-мĕшĕнче Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра иртнĕ "Ачасен ирхи зарядки" флэш-моб унта хутшăнакансен йышĕпе чи пысăкки пуль. Чăваш Енĕн тĕп хулинче вăл виççĕмĕш хут пулчĕ, унта кашнинче пиншерĕн тухаççĕ - ача сачĕсене çỹрекенсем, воспитательсемпе ашшĕ-амăшĕ. Йĕркелỹçĕсем палăртнă тăрăх, кăçал ирхи зарядкăра Шупашкарти пĕтĕм садиксенчи 10 пин ытла шăпăрлан хутшăннă. Хĕрлĕ лапамра çеç мар, хулари парксенче те йĕркеленĕ кунашкал мероприятие. Лакрей вăрманĕнче "Страна почемучек" вăйă программи пулнă.

Конкурссене хутшăннă çамрăк эрудитсене, ашшĕ-амăшĕпе ытти участниксене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Николай Малов тата Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов саламланă. Николай Малов июнĕн 1-мĕшĕ ачасен тĕп уявĕсенчен пĕри - çулла тата каникул пуçламăшĕ - пулнине палăртнă.

"Юлташсемпе тĕл пулмалли, асран кайми çулçỹревсен тата мыскарасен ылтăн вăхăчĕ ку, - тенĕ Патшалăх Канашĕн ертỹçин çумĕ. - Эпĕ яла, юратнă пĕвене, пулла çỹренине те аван астăватăп - манăн ачалăхра ку куна çакăн пек анлă туман, çапах пирĕншĕн июнĕн 1-мĕшĕ чăн-чăн уяв пулнă. Пирĕн тĕллев - çак вăхăта паянхи ачасем шăп çапла йышăнччăр тесе тăрăшасси", - хушнă Николай Малов.

Ачасем асфальт çинче ỹкерчĕксем тунă, çĕнтерỹçĕсене парнесемпе - плюш упасемпе, паркри аттракционсем çинче ярăнмалли билетсемпе - чысланă.

Çав хушăрах аслисен пĕчĕк граждансен хăрушсăрлăхĕ çинчен пĕртте манма юрамасть. Шăп çуллахи каникул кунĕсенче-çке ачасен пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн пĕтĕм яваплăх ашшĕ-амăшĕн хулпуççийĕ çине тиенет.



"Каçал Ен"
03 июня 2016
08:42
Поделиться
;