Комсомольский муниципальный округ

Тавралăха упрасчĕ, сыхласчĕ

1972 çулта ООН Генераллă Ассамблейи пуçарнипе июнĕн 5-мĕшĕнче Тавралăха сыхламалли куна паллă тума йышăннă. 1990 çулхи апрелĕн 27-мĕшĕнче вара Совет Союзĕн генеральнăй прокурорĕ А.Сухарев Раççейри çутçанталăка сыхлакан ятарлă пĕрремĕш прокуратурăна - Атăлçи регионĕсем хушшинчи çутçанталăка сыхлакан прокуратура - йĕркелеме хушу кăларнă. Чăваш Республикин территорийĕнче тавралăха сыхлассишĕн Шупашкарти районсем хушшинчи çутçанталăка сыхлакан прокуратура яваплă.

Асăннă прокуратурăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - шывсен тасалăхне упрас енĕпе саккунсене епле пăхăннине тĕрĕслесси. Прокурорсен надзорĕн практики кăтартнă тăрăх, чи çивĕч экологи ыйтăвĕсенчен пĕри - шыв объекчĕсене юхса тухакан таса мар шывсем варалани, çакă ĕçмелли шыв пахалăхне япăхлатни.

Производствăри каяшсем пуçтарăнса пыни те - Раççейри экологи хăрушсăрлăхĕн çивĕч ыйтăвĕ. Çавна май производствăри каяшсем çинчен калакан саккунсене пăхăннине тĕрĕслесси те малти вырăнта тăрать. Тĕрĕслевсен пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх республикăри ял тăрăхĕсен территорийĕсене тирпей-илем кỹменнине, хытă каяшсенчен тасатманнине, саккуна пăсса ăпăр-тапăр тăкмалли вырăнсем пулса кайнине палăртма пулать. Ку вара вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем хытă каяшсене илсе тухас, ăпăр-тапăр куписем пулса кайнине тĕрĕслес тата айăплисене явап тыттарас ĕçе кирлĕ шайра йĕркелеменнине кăтартать.

Çавăнпа пĕрлех пушар хăрушсăрлăхĕн çивĕч тапхăрĕ пулнăран вăрмансене пушарсенчен сыхлас саккунлăха пурнăçланине те çирĕп тĕрĕслеççĕ. Кăçал та вăрман хатĕрлекенсене тĕрĕсленĕ вăхăтра пушар хăрушсăрлăхĕн саккунне пăснă тĕслĕхсене тупса палăртнă. Вĕсенчен пĕри - вăрман каснă хыççăн юлакан туратсане тасатманни.

Шупашкарти районсем хушшинчи çутçанталăка сыхлакан прокуратура республикăри ĕç тăвакан влаç органĕсемпе çывăх ĕçлени республикăри экологи лару-тăрăвне лайăхлатма пулăшать.

Шупашкарти районсем хушшинчи çутçанталăка сыхлакан прокуратура



"Каçал Ен"
03 июня 2016
08:37
Поделиться
;