Комсомольский муниципальный округ

Агрофирма - шанчăклă партнер

Çак кунсенче Чăваш Республикин Правительство çуртĕнче 2015 çулхи электроэнергипе усă куракансен "Шанчăклă партнер" ("Надежный партнер") федераци конкурсĕн регионти тапхăрĕн çĕнтерỹçисене чысланă. Регионти конкурса республикăри 80 предприяти хутшăннă. Вĕсенчен 32-шне чи лайăххисем тесе палăртнă. Ял хуçалăх предприятийĕсенчен пирĕн районти "Слава картофелю" агрофирма çĕнтерỹçĕсен йышне лекме пултарнă. Агрофирма ĕçченĕсене çĕнтерỹпе саламлатпăр.



"Каçал Ен"
10 июня 2016
16:02
Поделиться
;