Комсомольский муниципальный округ

Аксаков "модернизацийĕ"

Çĕнĕ Шупашкарти "Химпрома" Волгоградри панкрута тухнă предприятирен, парăмĕ 8 млрд тенкĕпе танлашать, авариллĕ оборудовани илсе килме сĕннĕ. Çак пуçарăва Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин экономика политикин, инноваци аталанăвĕн тата предпринимательлĕх комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков сĕннĕ.

Июнĕн 1-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарти "Химпром" ПАО-ра "Раççейри хими комплексĕн аталанăвĕпе малашлăхĕ тата çивĕч ыйтăвĕсем. Аталану экономики" темăпа канашлу иртнĕ. Унта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, республикăри влаç органĕсен, федераци министерствисен представителĕсем, хими предприятийĕсен ертỹçисем, отрасль эксперчĕсем хутшăннă.

Канашлура республикăри хими промышленноçĕн аталану çул-йĕрне тата чикĕ леш енчен кỹрсе килекен таварсене улăштарас ыйтусене сỹтсе явнă. Иван Моторин палăртнă тăрăх, паянхи куна Чăваш Енĕн тулашри суту-илỹ çаврăнăшĕн тытăмĕнче хими продукцийĕн тỹпи 65 процента яхăн.

Анчах та, отрасльти лайăх енсемпе пĕрлех, çивĕч ыйтусем те пур. Чи малтанах ыйтусем тĕп фондсем кивелнипе тата вĕсене чылайранпа çĕнетменнипе çыхăннă. Шăпах çак вăхăтра РФ Патшалăх Думин экономика политикин, инноваци аталанăвĕн тата предпринимательлĕх комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков панă сĕнỹ - Волгоградри "Химпром" АУО-ри оборудованипе технологисене Çĕнĕ Шупашкарти "Химпром" площадкине куçарасси - кĕтменлĕх. Çĕршыври чи ватă хими предприятийĕсенчен пĕри паянхи куна ĕçлемест тата темиçе çул ĕнтĕ панкрут çулĕ çинче тăрать. "Оргсинтез" ГК гендиректорĕ Ярослав Кузнецов оборудовани тутăхнине тата юрăхсăра тухнине пĕлтернĕ. Тĕслĕхрен, экспертсем каланă тăрăх, 2014 çул тĕлнех оборудовани кивелни 95 процентпа танлашнă. Волгоградри "Химпром" АУО кредиторсен пухăвĕн представителĕ Владимир Кузнецов асăннă предприяти çĕршыври авариллĕ предприятисенчен пĕри пулнине палăртнă. Унпа пĕрлех предприяти Раççейри энергокомпанисен умĕнче 8 миллиард тенкĕ ытла парăмра иккен.

Ахăртнех, Анатолий Аксаков асăннă пуçарăва васкаса сĕннĕ. Вăл çакăн пек йышăнура республикăра пурăнакансен экологи хăрушсăрлăхне шута илмен тата Чăваш Енĕн экономика дивиденчĕсене шутламан.

Чăваш Ен премьер-министрĕ Иван Моторин Çĕнĕ Шупашкара хими производствине куçарса килес шухăша асăрханса йышăннă. Вăл уйрăмах Волгоградри "Химпромри" оборудовани мĕнлереххине тата çакă хăрушă хими производстви пулнине шута илмеллине пĕлтернĕ.

Çавăн пекех Иван Моторин Чăваш Ен экономикишĕн Волгоград предприятийĕн парăмĕсем кирлĕ маррине аса илтернĕ. Унсăр пуçне те "Тракторные заводы" концернăн энергетиксен умĕнче 1 миллиард тенкĕлĕх парăм пурри пирки нумай калаçаççĕ. Республика Правительстви федераци влаç органĕсемпе пĕрле чи пысăк предприятири лару-тăрăва лайăхлатма çул-йĕр шырать. Чăваш Ен экономикишĕн хими предприятийĕн 8 миллиард тенкĕ парăмĕ хушма тиев тата социаллă-экономикăллă лару-тăрăва самай йăштарма пултарать.



"Каçал Ен"
10 июня 2016
15:57
Поделиться
;