Комсомольский муниципальный округ

Семинар иртнĕ

Сентябрĕн 18-мĕшĕнче - Пĕрлехи суйлав кунĕ. Çав кун эпир Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думине тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашне депутатсем суйлатпăр. Çавна май июнĕн 8-мĕшĕнче районти суйлав комиссийĕн участокĕсен членĕсемпе вĕренỹ семинарĕ ирттернĕ. Унта Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕн çумĕ П.К.Куприн, район администрацийĕн йĕркелỹ ĕçĕсен пайĕн начальникĕ З.М.Тимаев, районти территориллĕ тата участоксенчи суйлав комиссийĕсен председателĕсемпе членĕсем хутшăннă.

Семинарта суйлавпа çыхăннă нумай ыйтăва сỹтсе явса уçăмлатнă. Унпа пĕрлех ĕçченсем тест ыйтăвĕсем çине хуравланă.



"Каçал Ен"
10 июня 2016
16:07
Поделиться
;