Комсомольский муниципальный округ

Германире хĕсметре тăнисем тĕл пулнă

Германире совет çарĕн йышĕнче хĕсметре тăнисем иртнĕ эрнере хăйсен уявне паллă турĕç. Венгрире, Чехословакире, Польшăра, Германире служба ирттернисем чи малтанах район администрацийĕн ларусен залĕнче тĕл пулчĕç. Тĕлпулăва районти ветерансен совечĕн председателĕ Юрий Тимофеев, ГСВГ (совет çарĕсен Германири ушкăнĕ) ветеранĕсен ассоциацийĕн ертỹçи Анатолий Архипов хутшăнчĕç. Районти ассоциацире - 148 ветеран. Çавăнпа пĕрлех çар комиссариачĕн Комсомольскипе Елчĕк районĕсен уйрăмĕн начальникĕ Юрий Данилов тухса калаçрĕ, пурне те тăнăç пурнăç, çирĕп сывлăх сунчĕ.

ГСВГ ветеранĕсем Мухтав монуменчĕ патне чечек кăшăлĕ хучĕç, Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене хунă паттăрсене хисеплесе пуç тайрĕç. Германире хĕсметре тăнисем çав кун "Çĕр тата çынсем" халăх музейне те çитсе курчĕç, унти экспонатсемпе, курав залĕсемпе паллашрĕç.

Германин тĕрлĕ хули-ялĕнче хĕсметре тăнисем тĕл пулса службăри кунсене, кам мĕнле çарта, хăш хулара пулнисене ыйтса пĕлчĕç. Эпĕ те чи аслă ветерансем патне пымасăр чăтаймарăм. Акă, Йỹç Шăхаль ялĕнче çуралса ỹснĕ 83-ри Виталий Андреев 1954-1957 çулсенче Финстервальд çумĕнчи çар хулинче хурал тăракан взводра хĕсметре тăнă. Унсăр пуçне асăннă взвод Германири пĕтĕм совет çарне пулăшса тăракан медицина складне сыхланă. Тăван тăрăха таврăнсан вара, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех, вырăнти колхоз пилораминче тăрăшнă.

Нĕркеç ялĕнчи Дмитрий Яковлева салтака 1963 çулта илсе кайнă, Виттенберг хулинче автобатальонра хĕсметре тăма тỹр килнĕ. 1966 çулта яла таврăнсассăн Дмитрий Васильевич стройкăра та, Çĕпĕрте вăрман каснă çĕрте те, водительте те тăрăшнă, "Ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

Илья Акчурин - Хирти Шăхасан ялĕнчен, çарта 1967-1969 çулсенче, Науэн хули çу-мĕнчи Олимп ялĕнче тăнă. Илья Васильевич Совет Союзĕн тулашĕнче хĕсметре тăни, Европăри тăнăçлăхшăн тăрăшнă çĕре тỹпе хывни пысăк чыс тет. Çав вăхăтра совет çарĕн йышĕнче Германие илсе каяс умĕн пулас салтакăн пĕтĕм çывăх тăванĕсене тĕплĕн тĕрĕсленĕ пулнă иккен.

Нĕркеç ялĕнчи 65 çулхи Николай Морозов вара Ютербог хулинче авиаци çарĕн тивĕçлĕ пулăшу паракан батальонне лекнĕ. Николай Андреевич каласа панă тăрăх, асăннă батальон, чи малтанах, самолетсем вĕçсе каякан çулшăн яваплă пулнă, юр çуса лартсассăнах вĕсем хăйсен автомашинисемпе юр тасатма кайнă. 1972 çулта тăван яла таврăнсан Николай Морозов колхозра, райпо тытăмĕнче, сельхозтехникăра чунне парса тăрăшнă.

Ассоциаци ертỹçи Анатолий Архипов, унăн çумĕ Валерий Лукиянов ветерансене Варшава договорне 60 çул çитнĕ ятпа медальсемпе наградăлани ентешсен асĕнче ĕмĕрлĕхех юлĕ.

Н.АРХИПОВА



"Каçал Ен"
15 июня 2016
11:59
Поделиться
;