Комсомольский муниципальный округ

Районта - Сергей Артамонов

Июнĕн 15-мĕшĕнче, юнкун, районта ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пулчĕ. Вăл район пуçлăхĕпе Хасиятулла Идиатуллинпа тата район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕпе Илдус Миннетуллинпа тĕл пулчĕ.

Сергей Геннадьевич "Слава картофелю" агрофирмăра ял хуçалăх ĕçĕсем мĕнле пынипе кăсăкланчĕ. Асăннă хуçалăхра çĕр пулăхлăхне ỹстерес тĕллевпе кашни çулах илепер курăкĕ (донник) çитĕнтерессине йăлана кĕртнĕ.

- Илепер курăкĕ çĕршĕн çав тери паха сидератлă удобрени шутланать. Çавна май асăннă культурăна кăçал эпир 1200 гектар çинче çитĕнтеретпĕр, - паллаштарчĕ Хасиятулла Семигуллович.

Ял хуçалăх министрĕ çак паха опыта ытти ял хуçалăх предприятийĕсене те сарма сĕнчĕ.

Çавăн пекех Сергей Артамонов "Слава картофелю" агрофирмăн Канаш районĕнчи Сиккассинчи вăрлăхлăх çĕрулмин центрĕнче пулса курчĕ. Кунта курмалли, пĕлмелли чăннипех те нумай. Акă, сăмахран, çĕрулмин пĕчĕк тĕмĕсене пробиркăсенче çитĕнтернĕ хыççăн теплицăсене лартнă. Çур гектар çĕр çинче 25 теплица вырнаçтарнă. Асăннă теплицăсенче çитĕнекен çĕрулмине 1 гектар çĕр çине куçарса лартса пĕрремĕш сыпăкри вăрлăх çитĕнтерĕç. Кăçал 5 гектар çĕр çинче лартнă пĕрремĕш сыпăкри вăрлăхран супер-супер элита çĕрулми вăрлăхĕ туса илĕç. Çавăнпа пулĕ вĕсем çĕнĕ йышши технологисене тĕпе хурса проектсене ĕçе кĕртме шикленмеççĕ.

Н.АРХИПОВА



"Каçал Ен"
17 июня 2016
12:03
Поделиться
;