Комсомольский муниципальный округ

Шкул строительствипе паллашнă

Июнĕн 15-мĕшĕнче районта Чăваш Республикин вĕрентỹпе çамрăксен политикин министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Петрова ĕçлĕ визитпа пулнă.

Вăл райадминистрацин ларусен залĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕпе Алексей Самаркинпа, вĕрентỹ пайĕн начальникĕпе Надежда Петровăпа, вĕрентỹ учрежденийĕсен ертỹçисемпе тĕл пулнă. Светлана Владимировна 9-мĕш класс вĕренекенĕсем ТПЭ панă вăхăтра правилăсене пăхăнман тĕслĕхсем çинче тĕплĕн чарăнса тăнă, тĕп патшалăх экзаменĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарнă.

Çав кунах Светлана Петрова Эльпуç ялĕнчи пулас вăтам шкула та çитсе курнă. Шкул территорийĕнче ăна подрядчиксем, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - капиталлă строительство пайĕн начальникĕ Александр Краснов, шкул директорĕ Николай Ильин кĕтсе илнĕ. Пуçтарăннисем шкул çурчĕпе паллашнă, территорине хăтлăлатас ыйтусене сỹтсе явнă.



"Каçал Ен"
17 июня 2016
12:05
Поделиться
;