Комсомольский муниципальный округ

Уй-хирте

Районти хуçалăхсем хальхи вăхăтра нумай çул ỹсекен курăксене çулаççĕ, утă хатĕрлеççĕ, сенаж хываççĕ. Июнĕн 16-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх кооперативĕсемпе фермер хуçалăхĕсем тата колхозсем 1721 гектар курăк çулнă. 1030 тонна утă, 650 тонна сенаж хатĕрленĕ.

"Слава" ЯХПК тата "Родина" фермер хуçалăхĕ 100-шер тонна, "Труд" кооператив 50 тонна, "Восток" 30 тонна утă типĕтсе кĕртнĕ.

"Урожай" колхоз 250 тонна тата "Рассвет" кооператив 400 тонна сенаж хатĕрлеме ĕлкĕрнĕ.

Çавăн пекех ял хуçалăх предприятийĕсенче çĕрулми йăранĕсене кăпкалатнă, тĕштырă уйĕсене им-çам сапнă.

Нумай çул ỹсекен курăксене вăхăтра çулса, çийĕнчех пуçтарса кĕртесчĕ.

Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ,

тĕп агроном



"Каçал Ен"
17 июня 2016
12:05
Поделиться
;