Комсомольский муниципальный округ

Ахăр самана пулнă вăл

Чăннипех те çапла калас килет Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă куна. Июнĕн 22-мĕшĕнче Совет Союзĕ çине фашистсен эшкерĕ тапăнса кĕнĕ. Çав кунтанпа 75 çул çитнĕ пулин те, çынсенче унăн суранĕсем тỹрленмеççĕ. Çĕршывĕпех каламăпăр та, пирĕн районта та кашни çемьех тăванĕсене вăрçă хирĕнче çухатнă. Пирĕн районтан миçен вăрçă хирне тухса кайнине, унтах выртса юлнине цифрăпа çырса кăтартмăпăр. Ун пирки темиçе хутчен те пĕлтернĕ.

Хăрушă пулнă вăрçă. Çапăçăва хатĕрленмен çĕршыв çине милитаристла патшалăхсем те тапăнса кĕнĕ. Германи тата унпа килĕшỹ тунă çĕршывсем питĕ пысăк вăйпа пырса тапăннă. Пирĕн çарсем малтанхи кунсенчех пысăк çухатусем тỹснĕ. "Икĕ салтака пĕр винтовка тивнĕ",- теççĕ халĕ ветерансем, историксем. Вĕсене хирĕç вара фашистсен лайăх хĕç-пăшалланнă 10 миллион та 400 пин салтаклă çарĕ, 90250 орудипе миномет, 6677 танк, 3691 самолет, 459 çар карапĕ (вĕсенчен 260-шĕ шыв айĕнче çỹрекеннисем) пулнă.

Çапах та совет салтакĕсем чăтнă, темĕнле хĕн пулсан та çĕнтерĕве çывхартнă. Тăшманăн тĕп хулинче фашистсене тĕпрен пĕ тернĕ.

Шел, çĕнтерỹ çухатусăр пулман. Пирĕн районтан çапăçу хирне кайнă 3 пин ытла çын тăван ене таврăнайман.



"Каçал Ен"
21 июня 2016
12:11
Поделиться
;