Комсомольский муниципальный округ

Уй-хирте

Районти хуçалăхсем нумай çул ỹсекен курăксене çулаççĕ, утă хатĕрлеççĕ, сенаж хываççĕ.

Июнĕн 20-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх кооперативĕсемпе фермер хуçалăхĕсем тата колхозсем 2752 гектар курăк çулнă. Çавна май 2269 тонна утă хатĕрленĕ.

"Труд" ЯХПК 460 тонна, "Дубовка" ООО 200 тонна, "Слава" ЯХПК 185 тонна утă кĕртнĕ.

"Урожай" колхоз 700 тонна тата "Рассвет" ЯХПК 650 тонна сенаж хатĕрлеме ĕлкĕрнĕ. Кунта асăннă хуçалăхсем сенажа пĕтĕм технологисене пăхăнса хатĕрленине асăнса хăвармаллах.

Çавăн пекех ял хуçалăх предприятийĕсенче çĕрулми йăранĕсене çырса пĕтернĕ, 12354 гектар тĕш-тырă уйĕсене им-çамланă. Унсăр пуçне 4032 гектар хирсене тĕрлĕ хурт-кăпшанкăсенчен сапнă.

И.МИННЕТУЛЛИН



"Каçал Ен"
21 июня 2016
12:11
Поделиться
;