Комсомольский муниципальный округ

Паян - Республика кунĕ

Кăçал Чăваш Енри чи савăнăçлă та пысăк уява - Республика кунне - Элĕк районĕнче тата Шупашкар хулинче йĕркелеççĕ. Уяв тĕрлĕ мероприятисемпе, фестивальсемпе, конкурссемпе пуян пулĕ. Июнĕн 23-24-мĕшĕсенче республикăмăр кĕрлесе çеç тăрĕ.

Декораципе хушма искусство маçтăрĕсен Пĕтĕм Раççейри "Руç ăстисем" конкурсне хутшăнакансем те тĕрлĕ хуласенчен килсе çитнĕ. Вăл июнĕн 23-мĕшĕнче чăваш наци музейĕн картишĕнче уçăлнă.

Республика кунне халалласа июнĕн 23-24-мĕшĕсенче "Раççей çăлкуçĕсем" Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн фестивалĕ иртни те - пысăк пулăм. Çавăн пекех кашни çулах каçхине фейерверксен фестивальне йĕркелени те чăн-чăн парне.

Республика кунĕ мĕнле иртни пирки тĕплĕнрех - çитес номерте.



"Каçал Ен"
24 июня 2016
06:59
Поделиться
;