Комсомольский муниципальный округ

Дмитрий Медведев: "Тума пултарайманнине шантармалла мар, шантарнине пурнăçламалла"

"Единая Россия" парти РФ Патшалăх Думин суйлавне кампа тата мĕнпе каймаллине çирĕплетнĕ.

Июлĕн 25-27-мĕшĕсенче Мускавра "Единая Россия" партин ХV съезчĕн иккĕмĕш тапхăрĕ иртнĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ партин Программа докуменчĕн положенине - Раççейĕн малашнехи пилĕкçуллăхри аталану планне сỹтсе явасси тата РФ Патшалăх Думин çиччĕмĕш созыври кандидатсене çирĕплетесси. Съезд ĕçне икĕ пин ытла делегат хутшăннă, вăл шутра Чăваш Енрен те. Делегатсем партин суйлав умĕнхи чи кирлĕ саманчĕсене сỹтсе явнă.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енрен кайнă делегатсен ĕçне хак панă май, пирĕн республикăра ытти регионсемпе танлаштарсан, çутçанталăк ресурсĕсем пулманнине, пирĕн çынсем чи пысăк пуянлăх пулнине палăртнă. "Эпир тĕрлĕрен программăсемпе конкурссене хутшăнатпăр. Кăçал та Раççей шайĕнчи конкурсра çĕнтертĕмĕр. Çамрăк профессионалсене хатĕрлес тĕлĕшпе çĕршер миллион тенкĕ явăçтаратпăр. Çамрăксене хăйсен ĕç вырăнне тупма пулăшасси - тĕп тĕллев", - тенĕ Михаил Васильевич.

Июнĕн 27-мĕшĕнче иртнĕ съездăн пĕрлехи ларăвĕнче РФ Президенчĕ Владимир Путин тата парти председателĕ Дмитрий Медведев премьер-министр тухса калаçнă. Владимир Путин "Единая Россия" парти тăрăшнипе стратегилле аталану ыйтăвĕпе общество килĕшỹлĕхне кирлĕ шая çитернине, çавна май экономика тата социаллă ыйтусене, приоритетлă наци проекчĕсене, сăмахран, демографи программине, пурнăçа кĕртме май панине каланă.

Суйлав умĕнхи программа пирки каланă май Владимир Путин партин яваплăхĕ пирки, программăри кашни пунктшăн хурав тытмаллине аса илтернĕ, мĕншĕн тесен вăл çынсен хăтлăхне çирĕплетессипе çыхăннă. Апла пулсан çĕршывăн кашни гражданинне пырса тивет.

"Единая Россия" партин регионти уйрăмĕн секретарĕн çумĕ, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов программăн социаллă тĕллевĕ çине тимлĕх уйăрнă.

"Вĕренĕве, уйрăмах шкулсем тăвассине, сывлăх сыхлавне модернизацилессине, кадр политикине, çул-йĕр тăвассине, çынсен пурнăç пахалăхне ла-йăхлатмалли пур аспекта та тимлĕх ытларах уйăрни савăнтарать", - тенĕ хула пуçлăхĕ.

"Единая Россия" партин съездĕнчи тепĕр пĕлтерĕшлĕ йышăну - сентябрĕн 18-мĕ-шĕнче РФ Патшалăх Думине суйланмалли кандидатсен списокне çирĕплетни. Списока кăçалхи май уйăхĕнче йĕркеленĕ малтанхи сасăлав пĕтĕмлетĕвĕпе хатĕрленĕ.

Парти съездĕнче çĕршыв интересĕсене хỹтĕлесе кăçалхи суйлавра 225 суйлав округĕнчен пĕр мандатлă 203 суйлав округĕнчен çеç кандидатсем тăратма йышăннă. Чăваш Енре Шупашкар суйлав округĕпе Шупашкар хула пуçлăхне Леонид Черкесова тăратнă. Пирĕн республикăран çавăн пекех РФ Патшалăх Думин вĕренỹ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумне Алена Аршиновăна, Чăваш Патшалăх Канашĕн председателĕн çумне Николай Малова, Шупашкар хулин депутачĕсен Пухăвĕн депутатне Николай Владимирова та списока кĕртнĕ.

"Хăш политика партийĕн депутачĕсем программăна кĕртнĕ ĕçсене пурнăçлаççĕ, çавсем суйлавра яланах çĕнтереççĕ, - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думине суйланмалли депутатсен списокĕ паллă пулнă хыççăн. - Эпĕ хам та пĕлтĕр "Единая Россия" партин кандидачĕ пулнă, çавна май "Единая Россия" ĕçсене пурнăçлакан парти иккенне палăртатăп. Вăл яланах панă сăмаха тытать".



"Каçал Ен"
01 июля 2016
16:48
Поделиться
;