Комсомольский муниципальный округ

Лару иртнĕ

Çĕртме уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи инвестици климатне лайăхлатассипе ĕçлекен канаш ларăвĕ иртнĕ.

"Чăваш Енре бизнеса аталанса пыма питĕ меллĕ. Кун пирки предпринимательлĕх сферинче тăрăшакансем çирĕплетсех калаççĕ. Палăртма кăмăллă, енчен те маларахри кăтартусенче Чăваш Республики тăххăрмĕш вырăнта пулнă пулсан, халĕ улттăмĕш вырăна тухни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кун пирки бизнес тытăмĕнче вăй хуракансем пĕр хутчен мар çирĕплетсе каланă. Ку пысăк çитĕнỹ пурсăмăр та пĕрле тăрăшса ĕçленипе пулса пырать", - тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин хушăвĕсене пурнăçа кĕртсе Чăваш Енре ятарлă ĕçсем те кирлĕ пек шайра пурнăçланса пынине палăртнă Михаил Васильевич. Инвестици проекчĕсем регионта пурнăçа кĕрсе пыни куçкĕретех. Калăпăр, "Экоклинкер" ТМЯО, "Фуджикура", Volkswagen тата Skoda Rapid автомашинăсем валли жгутсем кăларакан яппунсен компанийĕн Раççейри пĕрремĕш завочĕ, ВТБ 24 тата ытти хăш-пĕр предприятисем. Кăçал çулла Çĕнĕ Шупашкарта "Чебоксарский домостроительный комбинат" ТМЯО, Канашра "Аурат-СВ" предприяти хута кайнă. Михаил Игнатьев малашне те инвестици климатне лайăхлатассипе ĕçе кирлĕ пек шайра йĕркелесе пымаллине асăннă.



"Каçал Ен"
01 июля 2016
16:55
Поделиться
;