Комсомольский муниципальный округ

Уй-хирте

Июлĕн 4-мĕшĕ тĕлне районти хуçалăхсенче 4590 гектар (83 процент) çинчи нумай çул ỹсекен курăксене çулнă, 9035 тонна (129 процент) утă хатĕрленĕ. Хăш-пĕр хуçалăхсен тăрăшулăхне уйрăммăн палăртса хăварас килет. Акă, тĕслĕхрен, "Труд" ЯХПК кăтартăвĕсем аван. Унта 970 тонна утă хатĕр. "Слава" ЯХПКра - 704 тонна, "Асаново" хуçалăхра - 700 тонна, "Искра" колхозра, "Дружба" ЯХПКра, Хайртдиновăн, Атласкинăн фермер хуçалăхĕсенче 500-шер тонна утă хатĕрленĕ. Район утă хатĕрлессипе республикăра 1-мĕш вырăнта пынине асăнса хăварма та кăмăллă.

Çавăнпа пĕрлех районти хуçалăхсенче сенаж хывас ĕç те малалла пырать. Хальлĕхе пурĕ 10700 тонна сенаж янтăланă: çав шутра "Урожай колхозра - 2650 тонна, "Восток" ЯХПКра - 1300 тонна, "Рассвет" ЯХПКра - 1020 тонна.

Икĕ хуçалăхра пĕр çул ỹсекен курăксене çулма пикеннĕ, "Славăра" - 20 гектар, "Восход" агрофирмăра 24 гектар çулнă та.

Хуçалăхсен ертỹçисене тепĕр хут аса илтеретпĕр. Çанталăк уяр тăнă чухне пĕтĕм вăя выльăх апачĕ янтăласси çине ямалла. Выльăх апачĕ çителĕклĕ пултăр.

И.МИННЕТУЛЛИН



"Каçал Ен"
05 июля 2016
09:44
Поделиться
;