Комсомольский муниципальный округ

Ветерансем канашланă

Июнĕн 30-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче ĕçпе вăрçă тата право хуралĕн ветеранĕсен пуçламăш организацийĕсен председателĕсен канашлăвĕ иртрĕ.

Канашлура Раççей Правительствин 2015 çулхи декабрĕн 30-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ постановленине сỹтсе яврĕç. Асăннă постановлени çамрăксенче патриотизм туйăмне вăйлатассине тата 2016-2020 çулсенче çамрăксене патриотизмла воспитани парассине, ватă çынсен канăвне йĕркелессине пырса тивет. Районта çамрăксене патриотизмла воспитани парассипе тата ватăсен канăвне йĕркелессипе мĕнле ĕçсем туса ирттернипе тĕп библиотека директорĕ Инна Ядрова, централизациленĕ клубсен системин директорĕ Мария Илларионова каласа пачĕç. "Единая Россия" партин "Молодая гвардия" районти уйрăмĕн ертỹçи Ирина Николаева çамрăк ăрăва тĕрлĕ ĕçе явăçтарнипе, тăтăшах мероприятисем ирттернипе паллаштарчĕ.

Районти ветерансен канашĕн председателĕ Юрий Тимофеев çамрăксене патриотизмла воспитани парасси çине ытларах тимлĕх уйăрмаллине каласа хăварчĕ. Çавăн пекех районти ветерансен совечĕ 30 çул çитнине паллă тума хатĕрленсе чылай ĕç пурнăçламаллине пĕлтерчĕ. Вырăнти чи пуçаруллă ветерансене - Галина Тимофеевăна, Юрий Скворцова, Надежда Лаврушкинана Хисеп грамотисем парса чысларĕ.

А.ЕФРЕМОВА



"Каçал Ен"
05 июля 2016
09:46
Поделиться
;