Комсомольский муниципальный округ

Выльăх апатне кирлĕ пек хатĕрлесе упрамалла

ушар хăрушă инкек иккенне час-часах асăрхаттаратпăр, хаçат страницисенче те пĕрре кăна мар çыратпăр. Апла пулин те "хĕрлĕ автан" пурлăха пĕтерме тата çынсен пурнăçне татма чарăнмасть. Хĕвел хĕртсе пăхать, ял хуçалăх предприяти-организацийĕсенче, фермер хуçалăхĕсенче выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç малалла тăсăлать... Çавна май утă капанĕсене, улăм урисене еплерех упрамаллин правилисене аса илтеретпĕр:

- чи малтанах хирти улăм урисен тавра сухаламалла. Выльăх апачĕ упракан складсем тавра сухалама кирлĕ мар;

- улăм урин тĕпĕн лаптăкĕ 150 тăваткал метртан нумайрах пулмалла мар, прессланă утăпа улăм куписем - 500 тăваткал метртан иртмелле мар;

- купасемпе улăм ури хушшисем 20 метртан кая мар пулмалла;

- улăм урисемпе куписем электролини юписенчен 15 метртан кая мар пулмалла, çул хĕрринчен - 20 метртан, çуртсенчен тата хуралтăсенчен - 50 метртан;

- складсем, улăм урисем, е утă-улăм куписен çывăхĕнче вут-çулăма сỹнтерекен ятарлă япаласем çук транспортăн тата ытти механизмсен ĕçлеме юраманнине те манмалла мар;

- тиенĕ тата пушатнă вăхăтра транспорта сỹнтермелле;

- выльăх апачĕ хатĕрлекенсен пушара сỹнтермелли хатĕрсемпе усă курма тата вут-çулăм тухсан мĕн тумаллине пĕлмелле;

- нỹрĕ выльăх апатне улăм урисене, купасене, капансене, складсене пуçтарма юрамасть. Кашни кунах пуçтарса хунă хытă апат температурине, кунне, вăхăтне ятарлă журналта регистрацилесе, виçсе тăмалла, нỹрĕрех пулсан типĕтмелле;

- склад конструкцийĕсем юсавлă пулмалла, хушăксене, шăтăксене юсамалла;

- склад пỹлĕмĕсене ют çынсене кĕме чармалла. Енчен те складсенче ĕç çук пулсан алăксемпе хапхасене питĕрмелле;

- склад территорийĕнче пирус туртма, уçă çулăмпа усă курма юрамасть;

- склад хуралтисем çиçĕме хирĕç хỹтĕлевлĕ пулмалла;

- складсене пушара хирĕç кĕрешмелли хатĕрсемпе тивĕçтермелле.

Хисеплĕ граждансем, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене яланах асра тытни, вĕсене пăхăнни сирĕн сывлăхăра, пурнăçăра тата пурлăхăра сыхласа хăварма май парать.

Д.КУЗЬМИН,

районти пушар надзор уйрăмĕн начальникĕ



"Каçал Ен"
05 июля 2016
09:53
Поделиться
;