Комсомольский муниципальный округ

Тĕрĕс хыпарăн пĕлтерĕшĕ пысăк

Июлĕн 1-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ пуçланчĕ. Пĕлтерĕшлĕ мероприяти августăн 15-мĕшĕччен иртĕ. Вăл ял хуçалăх таварĕ туса илекенсене - хушма хуçалăх, дача, сад-пахча тытакансене, фермер хуçалăхĕсене, организацисене - пурне те пырса тивет. Районти 24 çыравçă ĕçе пуçăннă та. Вĕсем хăйсене çи-рĕплетсе панă участоксенчи кашни киле çитсе ыйтусем çине хуравсем пуçтараççĕ.

Комсомольски ял поселенийĕн администрацийĕнче вырнаçнă инструкторсен участокне Александровка ял тăрăхĕнчи Çĕнĕ Александровка, Ахмет, Çĕнĕ Сĕнтĕр, Хырай Ĕнел ялĕсем, Киров поселокĕ, Комсомольски ял поселенийĕнчи Комсомольски, Çĕнĕ Шăхран, Виçпỹрт ялĕсем кĕнĕ. Инструктор участокĕнче çыравçăсем пухнă информацие Татьяна Кокорева тирпейлесе пуçтарса пырать. Икĕ ял тăрăхĕпе 6 çыравçă ĕçе кỹлĕннĕ. Елена Чернова, Вера Сивкина, Ираида Мурзаева, Виталий Хораськин, Галина Карпова, Татьяна Иванова июлĕн 5-мĕшĕ тĕлне 256 хуçалăха çитсе кирлĕ даннăйсене пуçтарма та ĕлкĕрнĕ.

Н.АРХИПОВА



"Каçал Ен"
08 июля 2016
11:13
Поделиться
;