Тăван кил ăшши парнелекенсен форумĕ
Ашшĕ-амăшĕн хỹттисĕр, тимлĕхĕсĕр юлнă ачасене хăйсен çемйине илсе тивĕçлĕ воспитани паракансем районта та, республикăра та йышлă. Вĕсем чăннипех те пысăк чĕреллĕ çынсем. Шăпах çакăн пек çемьесем пĕр-пĕринпе тĕл пулччăр, курнăçса калаçчăр, тĕрлĕ ыйтусене сỹтсе явччăр тесе иртнĕ эрнере ача усрава илнĕ çемьесен республикăри 4-мĕш форумĕн районти тапхăрĕ иртрĕ. Унта опекунсемпе попечительсем, ача çемьене йышăннисем, район администрацийĕн опекăпа попечительство сектарĕн заведуюшийĕ Татьяна Галзанова, вĕренỹ пайĕн начальникĕ Надежда Петрова хутшăнчĕç.
Чи малтанах пухăннисен умĕнче Надежда Александровна тухса калаçрĕ. Йывăр шăпаллă ачасене хăйсен çуначĕ айĕнче ăшăтнăшăн, вĕсен ырлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшнăшăн чĕререн тав турĕ.
- Ача-пăча ỹстересси чун-чĕре ăшшисĕр пулмасть. Эсир тĕрлĕ сăлтава пула ашшĕ-амăшĕ пăхман пепкесене хỹтте илсе ырă ĕç тунă. Тĕрĕссипе, çакă тĕлĕнмелле пулăм. Чăннипех пысăк чĕреллĕ çынсем кăна çакнашкал утăмсем тăваяççĕ. Телее, паян пирĕн районта ун пек ырă çемьесем сахал мар, - терĕ вăл.
Татьяна Николаевна районти лару-тăрупа паллаштарчĕ. Паянхи куна районти 55 çемьере 77 ача хỹтлĕх тупнă. Вĕсем пурте тивĕçлĕ воспитани илеççĕ, ĕçпе канăва усăллă ирттереççĕ.
Ачасене пăхса ỹстересси, пурнăç çулĕ çине кăларасси çăмăл мар, çакна кашни ашшĕ-амăшĕ лайăх пĕлет тата ăнланать. Тăлăха юлнă 77 ача кил ăшшине туйса ỹснинчен хаклăраххи тата мĕн пур-ши?
Форумра ашшĕ-амăшĕсем кулленхи ыйтусене сỹтсе яврĕç, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç.
Унпа пĕрлех вара утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче тăлăхсене йышăннă çемьесен икĕ кунлăх "Çемье ăшши" форумне районти çемьесемпе специалистсем те те çитсе килнĕ. Форума хутшăннă Надежда Евграфова, Альбина Петрова, Наталья Кульгеева, Валентина Степанова 6 тăлăха тăван кил ăшши парнеленĕ. Евграфовсемпе Кульгеевсен çемйисенче 2-шер ача çитĕнет.
Асăннă мероприятире "Çемье ăшши" конкурс çĕнтерỹçисене те чысланă. Кĕçĕн Çĕрпỹелĕнчи Евграфовсен çемйи "Ылтăн алăсем" номинацире 1-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Евграфовсем пилĕк ачана тивĕçлĕ воспитани параççĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ - Валерийăпа Владимир - хỹтлĕхе илнĕскерсем. Çемьере ачасене тĕрлĕ ăсталăха вĕрентесси йăлана кĕнĕ. Вĕсем тем тума та маçтăр. Ахальтен мар вĕсен пултарулăхне республика шайĕнче палăртса хăварнă. Саламлатпăр.
Палăртма кăмăллă: республикăра ашшĕ-амăшĕн хỹттисĕр юлнă ачасен 95,3 процентне е 3029 тăлăха 2384 çемьене вырнаçтарнă. Ку енĕпе Чăваш Ен опычĕ федерацин Атăлçи округĕнче кăна мар, Раççейре те кăтартуллă. Сусăрсене тăван кил ăшши парнелекенсем те йышлă. Пĕлтĕр, тĕслĕхрен, вĕсенчен 39-шĕ хăйсемшĕн ашшĕ-амăшĕ пулса тăнă çывăх çынсене тупнă.
Н.АРХИПОВА