Уй-хирте
Çуллахи вăхăтра выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлени хĕлле лăпкăн пурăнма май парать. Çакна тĕпе хурса районти хуçалăхсенче пикенсех выльăх апачĕ янтăлаççĕ.
Нумай çул ỹсекен курăксене 5264 гектар çĕр çинче пĕрремĕш хут çулса пĕтернĕ. Пĕр çул ỹсекеннисене 211 гектар çинче çулнă. Июлĕн 14-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсенче пурĕ 10413 тонна (148 процент) утă, 13720 тонна (85 процент) сенаж хатĕрленĕ. Çавăнпа пĕрлех кĕрхи культурăсене акма çĕр хатĕрлеме тытăннă.
Юлашкинчен çакна палăртса хăварас килет: вырма çывхарсах пынă май хуçалăхсенчи техникăна, комбайнсене хатĕрлесе çитермелле, ĕçченсене çирĕплетмелле. Унсăр пуçне хуçалăхсен специалисчĕсемпе, ĕçченĕсемпе, механизаторсемпе ĕçре инкек пулассинчен асăрхаттарса калаçусем ирттермелле.
Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ,
тĕп агроном