Комсомольский муниципальный округ

Водитель, асăрхан!

Июлĕн 22-24-мĕшĕсенче руль умне ларнă водительсене тупса палăртас енĕпе Комсомольски тата Елчĕк районĕсенче "Ỹсĕр водитель" рейд иртет.

Йĕрке çирĕп ыйтни те, штрафсем ỹсни те, водитель прависĕр тăрса юлни те çынсене шиклентермест. Эрех ĕçнĕскерсем çав-çавах руль умне ларма пăрахмаççĕ, инкеке лекеççĕ. Хăйсене çеç мар, ыттисене те шар кăтартаççĕ. Çул çинче яланах тимлĕ пулăр, эрех ĕçрĕр пулсассăн çула ан тухăр. Сăмахран, июлĕн 2-мĕшĕнче йĕркеленĕ рейд вăхăтĕнче çеç эрех ĕçнĕ 2 водителе тытса чарнă, явап тыттарнă.

Н.РАЙКОВ,

 районти ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ



"Каçал Ен"
15 июля 2016
09:22
Поделиться
;