Комсомольский муниципальный округ

Маттур механизатор

Ял хуçалăх предприятийĕсенче - хĕрỹ ĕç вăхăчĕ. Уттине хатĕрлемелле, сенажне хывмалла, çĕр лаптăкĕсене сухаламалла, вырмана тухма хатĕрленмелле. Хĕл хырăмĕ тутă пуласси палăртнине вăхăтра пурнăçланинчен нумай килет. Ĕçченсем тăрăшуллă пулни те ĕçе вăраха ямасăр вĕçлеме парать.

Акă, Минрешит Тимергалеев - "Труд" ял хуçалăх предприятийĕнчи маттур ĕçченсенчен пĕри. Вăл чылай çул хуçалăхра тăрăшать. Шаннă ĕçе вăхăтра та пахалăхлă пурнăçлать.

Кăçал Минрешит Минрафагатович "МТЗ-82" тракторпа вăй хурать. Вăл çурхи ака-суха ĕçĕсене хастар хутшăннă, халĕ те сенаж хывас, силос хатĕрлес ĕçсенчен пăрăнмасть. Хĕл кунĕсенче вара фермăра вăй хурать.

- Минрешит - паха опытлă ĕçчен. Хĕрỹ вăхăтра вăл ырми-канми ĕçлет. Техникăна та яланах юсавлă тытать. Тăрăшулăхшăн тата хастарлăхшăн пултаруллă механизатора кашни çулах Хисеп грамотисемпе тата хаклă парнесемпе хавхалантарма тăрăшатпăр. Акă, кăçал Минрешит Минрафагатовича "Акатуй" ĕçпе юрă, спорт уявĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ял хуçалăхĕнче нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн РФ Ял хуçалăх министерствин Тав хучĕпе чысларĕ. Пирĕн ĕçчен çавăн пек пысăк наградăна тивĕçнишĕн эпир те унпа пĕрле савăнатпăр, - мухтаса калать М.Тимергалеев пирки "Труд" ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕ Ремис Шарафутдинов.



"Каçал Ен"
19 июля 2016
10:59
Поделиться
;