Комсомольский муниципальный округ

М.Игнатьев - правительство комиссийĕн йышĕнче

Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн Дмитрий Медведевăн Хушăвĕпе килĕшỹллĕн Михаил Игнатьева Раççей Федерацийĕн Регионсен аталанăвĕ енĕпе ĕçлекен правительство комиссине кĕртнĕ. Ун йышĕнче - федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсен представителĕсем, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем, Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕсем, Раççейĕн хăш-пĕр субъекчĕн ертỹçисем.

Комисси председательне РФ вице-премьерне Дмитрий Козака уйăрса лартнă. Федерацин Атăлçи округĕн регионĕсен ертỹçисенчен комисси йышне Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева тата Тутарстан Президентне Рустам Минниханова кĕртнĕ.

Ятарлă комисси Раççей регионĕсен çивĕч ыйтăвĕсене татса парас енĕпе ĕçлет.

А.ВАСИЛЬЕВА



"Каçал Ен"
19 июля 2016
10:57
Поделиться
;