Комсомольский муниципальный округ

"Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" марафона пĕтĕмлетнĕ

2016 çулхи февралĕн 9-мĕшĕнче "Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" ыр кăмăллăх акцийĕ Чăваш Енре 20-мĕш хут уçăлнăччĕ. Пухăнакан укçа-тенкĕпе кашни çулах Раççей ача-пăча фончĕн программисемпе килĕшỹллĕн йывăр чирлĕ ачасене сиплеме, нумай ачаллă çемьесене пулăшма, больницăсем валли тĕрлĕ оборудовани, тренажерсем, аппаратсем туянма, ача сачĕсен пурлăх никĕсне тĕреклетме, ача çурчĕсене теттесемпе тивĕçтерме усă кураççĕ.

Марафона вара савăнăçлă лару-тăрура Пăрачкав ялĕнче хупнă. Пăрачкав районне асăннă мероприяти валли ахальтен суйламан - вĕсем кăçал марафон енчĕкне пуринчен нумай укçа хывнă. Ырă кăмăллăх марафонне пĕтĕмлетме Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин вĕренỹ енĕпе ĕçлекен комитет председателĕн çумĕ Алена Аршинова, ЧР спорт министрĕ Сергей Шелтуков тата ытти хаклă хăнасем хутшăннă.

Раççей ача-пăча фончĕн республикăри уйрăмĕн председателĕ Юрий Кислов пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи марафона 1680 предприяти-организаци, уйрăм çын хутшăннă, пĕрлехи вăйпа сăваплă акци пухмачне 7,8 миллион тенкĕлĕх (иртнĕ çулхинчен 600 пин тенкĕ ытларах) пуянлатнă. Пирĕн тăрăхра пурăнакансем вара марафон пухмачне 441 пин тенке яхăн хывнă.

Михаил Игнатьев ачасене пулăшмашкăн пуçаруллă хутшăннă ентешсене тав тунă. "Ыркăмăллăх марафонĕн тĕллевĕ - ачалăха хỹтĕлесси тата пулăшасси. Тĕрĕссипе, пухмача кам мĕн чухлĕ хывни мар, çул çитмен ентешĕмĕрсен пурнăçне лайăхлатмашкăн пирĕнтен кашниех чун ăшшине хĕрхенменни хаклă, - тенĕ вăл. - Ăнтăлуллă çамрăксене пулăшса вĕсене патриотизм воспитанийĕ парасси, аслă ăру çыннисене хисеплеме вĕрентесси - пирĕн тивĕç".



"Каçал Ен"
19 июля 2016
10:34
Поделиться
;