Комсомольский муниципальный округ

"Чăваш Ен - манăн республика" конкурс

Аслă Раççей карттин варринче пысăк историллĕ, йăла-йĕркесемпе тата тĕрлĕ произведенисемпе пуян республика пур. Çак республика - çĕр пин юррăн, çĕр пин ташшăн, çĕр пин сăввăн тăрăхĕ Чăваш Ен - нумайăшĕшĕн çуралса ỹснĕ, çемье çавăрнă çынсемшĕн тăван ен пулса тăнă.

Чăваш наци телевиденийĕ пилĕк çул тултарас умĕн республикăра пурăнакансен тăван ене епле юратни пирки каласа пама май пур. Наци телерадиокомпанийĕ "Чувашия" фонд пулăшнипе "Чăваш ен - манăн республика" видеороликсен конкурсĕ пуçланнине пĕлтерет.

Конкурса 12 çул тултарнă кашни çын хутшăнма пултарать. Тĕп парне хуçи пулас тесен Чăваш Ене юратни çинчен видео çине ỹкерсе ntrkvideo@mail.ru электронлă адрес çине ярса памалла.

2016 çулхи июлĕн 18-мĕшĕнчен октябрĕн 1-мĕшĕччен кашни эрнерех экспертсен ушкăнĕ чи лайăх 3 ролике суйласа илĕ, вĕсем вара финала тухĕç. Эрне хушшинче мала тухнă роликсене Наци телевиденийĕн эфирĕсенче курма, социаллă сетьсенче "килĕшет" тесе лартма май пулĕ. Октябрь уйăхĕнче вара лайăххисенчен чи лайăххисене суйлĕç.

Конкурс çĕнтерỹçисем Чăваш Ен пирки ỹкернĕ фильм геройĕсем пулса тăма пултарĕç, хаклă парнесемлĕ пулĕç. Алла камера тытăр та видео ỹкерсе йĕркелỹçĕсене ярса парăр, тен, эсирех Чăваш Республикин историне яланлăхах кĕрсе юлатăр!



"Каçал Ен"
19 июля 2016
10:55
Поделиться
;