Комсомольский муниципальный округ

Район уй-хирĕсенче

Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче, фермер хуçалăхĕсенче - хĕрỹ ĕç вăхăчĕ. Вĕсем выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлес тесе, çĕре вăхăтра сухалас енĕпе тăрăшсах ĕçлеççĕ. Июлĕн 18-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсем пĕр çул ỹсекен курăксене 250 гектар çинчен çулнă. 10503 тонна утă, 16438 тонна сенаж хатĕрленĕ те.

Ĕнер Хайртдинов хресченпе фермер хуçалăхĕнче кĕрхи ыраш вырма тухни те савăнтарать. Вĕсем 10 гектарне пуçтарса та кĕртнĕ, гектарăн вăтам тухăçĕ 28 центнерпа танлашать. Çитес вăхăтрах асăннă хуçалăх ĕçченĕсен 82 гектар ыраша, 28 гектар кĕрхи тулла пуçтарса кĕртмелле. Çав кунах район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Самаркин асăннă хуçалăх хирĕсене çитсе курчĕ, ĕçченсене лайăх çанталăкпа пысăк тухăç сунчĕ.

Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ,

ял хуçалăх пайĕн тĕп агрономĕ



"Каçал Ен"
19 июля 2016
10:58
Поделиться
;