Комсомольский муниципальный округ

Преступлени тăвасси чакнă

Районти шалти ĕçсен пайĕ 2016 çулхи пĕрремĕш çурçулти ĕçсене пĕтĕмлетнĕ. Вĕсемпе РФ Шалти ĕçсен министерствин районсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕн начальникĕ Г.Н.Кокшин кĕскен паллаштарма килĕшрĕ.

- Геннадий Николаевич, ытти çулсенчи çак вăхăтрипе танлаштарсан криминогенлă лару-тăру мĕнпе уйрăлса тăрать?

- Иртнĕ çулхипе танлаштарсан кăçал районти пурнăç кăшт лăпкăрах теме пулать. Преступленисем, административлă йĕркене пăсни 7,6 процент чакнă. Иртнĕ 6 уйăхра 85 преступлени регистрациленĕ, вĕсенчен 79-шне уçса панă. Çак тапхăрта хĕç-пăшалпа, боеприпассемпе, сирпĕнекен япаласемпе усă курнине, суя укçасемпе хаклă хутсене сарнине, хулиганла ĕçсем тунине, пусахласа хăратнине регистрацилемен. Çул çитменнисем преступлени тăвасси 33,3 процент чакни уйрăмах савăнтарать, анчах лăпланса лармаллине пĕлтермест.

- Йĕркене пăсакансем хăш территорисенче йышлăрах?

- Комсомольски ял поселенийĕ районта чи пысăкки пулнă май, кунта тунă преступленисен шучĕ те чи нумаййи - 36. Тукай ял тăрăхĕнче пурăнакансем те саккуна час-часах пăсаççĕ (9), Александровкăпа Шурут ял поселенийĕсенче ултшар преступлени шута илнĕ.

- Массăллă информаци хатĕрĕсенче ултавçăсем банк карточкисем çинчен укçа-тенкĕ вăрланине нумай каласа параççĕ, асăрхаттараççĕ. Пирĕн районта та ун пек тĕслĕх йышлă-и?

- Шел пулин те, кун пекки сахалах мар. Карточка çинчен укçа вăрланипе 6 уйăхра 11 ĕç пуçарнă. Кодсене никама та памалла маррине мĕн чухлĕ калатпăр, çапах çакна пирĕн халăх темшĕн хăлхана чикмест, кайран вара, йăнăшне туса хурсан, ăшталанма, чупкалама пуçлать. Районта пурăнакансене тепĕр хут ыйтасшăн - сирĕн банк карточкипе хăвăр кăна хуçа, телефон çине килекен парольсене, кодсене никама та шанса ан калăр.

- Геннадий Николаевич, иртнĕ ултă уйăхра çул-йĕр çинче лару-тăру еплерех пулнă-ши?

- ГИБДД сотрудникĕсем çул-йĕр çинчи инкексен шутне чакарас тесе чылай ĕçлеççĕ пулин те, район территорийĕнче пулнă аварисен шучĕ ỹсрĕ, 14-па танлашрĕ. Вĕсенче 3 çын вилнĕ, 27-ĕн аманнă. Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕ енĕпе административлă йĕркене 1537 хутчен пăснине тупса палăртнă, вĕсенчен 36 тĕслĕхĕ водительсем руль умне ỹсĕрле ларнипе çыхăннă. ГИБДД штрафĕсене шыраса илесси 11,2 процент ỹснĕ, хыснана пурĕ 2 миллион тенкĕ кĕнĕ.

Л.ШУРЯШКИНА



"Каçал Ен"
22 июля 2016
09:37
Поделиться
;