Комсомольский муниципальный округ

Район уй-хирĕсенче

Кăçалхи вырмара районти ял хуçалăх предприятийĕсен пурĕ 16341 гектар çинчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртмелле. Вырма ĕçĕсем хĕрсех пыраççĕ ĕнтĕ, июлĕн 25-мĕшĕ тĕлне 17 хуçалăх çак ĕçе пикеннĕ. Ыттисем те, вăрманлă вырăнтисем, çитес кунсенчех хире тухĕç.

Июлĕн 25-мĕшĕ тĕлне 828 гектар çинчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсене çулнă, 808-шне çапса тĕшĕленĕ. Çакă пĕтĕм лаптăкăн 5 проценчĕ чухлĕ. Пỹлмене 1964 тонна тырра кĕртнĕ. Хальлĕхе гектарăн вăтам тухăçĕ 24,3 центнерпа танлашать. "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕнче 15 гектар пăрçана кушăхтарма çулнă.

Пирĕн район республикăра чи малтан ир пулакан çĕрулми кăларма пикеннĕ. "Слава картофелю" агрофирмăра, Н.И. Васильев фермер хуçалăхĕнче "иккĕмĕш çăкăра" 2 гектар çинчен пуçтарса кĕртнĕ. Вăтам тухăç - 235 центнер.

Тырпултан пушă хирсенче тракторсем тăрăшсах ĕçлеççĕ. Механизаторсем кĕрхи культурăсем акма 2435 гектар çĕр хатĕрленĕ. Çĕртме тăвасси те пуçланнă, ĕнерхи кун тĕлне 262 гектар сухаланă.

Вырма ĕçĕсемпе пĕрлех ял çыннисем обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрлессине те малалла тăсаççĕ. Чылай çĕрте нумай çул ỹсекен курăксене иккĕмĕш хут çулма тухнă. 10721 тонна утта сарайсене кĕртнĕ, траншейăсене 19460 тонна сенаж хывнă.

Ăнса çитĕннĕ тырпула вăхăтра, тăкаксемсĕр пухса кĕртесчĕ. Ял хуçалăх тата экологи пайĕ кооперативсемпе колхозсен, фермер хуçалăхĕсен ертỹçисем вырма ĕçне хăйсем çирĕп тĕрĕслессе шанать. Кашни ĕçчен хăйĕн яваплăхне туйса тăтăр.

Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ,

тĕп агроном



"Каçал Ен"
26 июля 2016
09:45
Поделиться
;