Комсомольский муниципальный округ

Чăваш Ен те - малтисен йышĕнче

ЖКХ тытăмне инвестицисем явăçтарма хатĕр регионсен рейтингĕнче - ăна Раççей Стройминĕ хатĕрленĕ - 2016 çулхи иккĕмĕш кварталта Чулхула облаçĕ лидер пулса тăнă, иккĕмĕш вырăнта - Вологда облаçĕ. Виççĕмĕшĕнче - Хакаси, унтан - Мускав, Ямал-Ненец округĕ тата Чăваш Республики.

Иккĕмĕш квартал кăтартăвĕсемпе рейтинг пуçламăшĕнче вырнаçнă ултă регион виçĕ уйăх маларах та ертсе пыракан йышрах пулнă. "Коммуналлă инфратытăма уйрăм капиталсен шучĕпе юсаса çĕнетесси - пĕлтерĕшлĕ тĕллев. Çĕршывра пĕтĕмĕшле инвестици хастарлăхĕ чакса пынине пăхмасăр, Раççей Стройминĕ субъектсемпе килĕштерсе ĕçленĕрен, инвесторсем асăннă отрасльпе кăсăкланассине сыхласа хăварма май килчĕ. ЖКХ сферине 2015 çулта пĕтĕмпе 183 миллиард тенкĕ хывнă, кăçалхи пĕрремĕш çур çулта 158 концесси тунă та ĕнтĕ", - тенĕ РФ Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тата строительство министрĕн заместителĕ, пурăнмалли çурт-йĕр патшалăх тĕп инспекторĕ Андрей Чибис.

Ку рейтинга 2015 çултан пуçласа кашни кварталтах хатĕрлеççĕ. Тĕпчеве Раççейĕн пĕтĕм субъекчĕ хутшăнать. Регионсен илĕртỹлĕхне 12 критерие тĕпе хурса хаклаççĕ.



"Каçал Ен"
29 июля 2016
10:50
Поделиться
;