Комсомольский муниципальный округ

"АККОНД" Китая парăнтарать

 "АККОНД" фабрика Китайра франшиза условийĕсемпе хăйĕн пĕрремĕш фирма лавккине уçнă.

"АККОНД" Шанхайри чи пысăк "SIAL China" апат-çимĕç куравне ăнăçлă хутшăнни хăйĕн çимĕçне кỹнĕ. Çак кунсенче Шупашкарти "АККОНД" кондитер фабрики Китайăн çурçĕр енчи Суйфэнхьэ провинцийĕнче хăйĕн пирвайхи фирма лавккин алăкĕсене уçнă.

"АККОНДăн" фирма лавккисен сечĕ тĕнче шайĕнче çуллен анлăланса, вăй илсе пырать. Калăпăр, пĕлтĕр Таджикистанра икĕ лавкка уçнăччĕ. Бренд федераци шайĕнче те, тĕнче шайĕнче те анлăрах та анлăрах палăрать. Фабрикăн пылак çимĕçĕсен пахалăхĕн тата ăна потребительсем кăмăлланин пĕрлĕхĕ вара - "АККОНД" фабрикăпа алла-аллăн ĕçленин ăнăçлăхĕн чи лайăх никĕсĕ.



"Каçал Ен"
29 июля 2016
10:00
Поделиться
;