Комсомольский муниципальный округ

Тĕштырă хакне палăртнă

Вырма пуçланнă вăхăтра республикăра кашни çулах тĕштырă хакне палăртаççĕ. Кунта сăмах, тĕпрен илсен, республикăри предприятисем ăна мĕн хакпа туянмаллине йышăнни пирки пырать.

Чăваш Енре тĕштырă туянакан патшалăх предприятийĕсен шутне "Чăваш Республикин апат-çимĕç фончĕ" хыснан унитарлă предприятине тата "Чăвашçăкăрпродукчĕ" акционерсен обществине кĕртме пулать. ЧР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем 171,14 пин тонна тĕштырă туянма хатĕр.

Нумаях пулмасть республикăра тыр-пулăн чи пĕчĕк хакне палăртнă. Тепĕр майлă каласан, маларах асăннă предприятисем тĕштырра унтан йỹнĕрехпе туянмĕç.

3-мĕш класс шутланакан апат-çимĕç туллин тоннине 8730 тенкĕпе илме йышăннă, 4-мĕш класлине - 8600 тенкĕпе, 3-мĕш класран кая мар пахалăхлă ыраша - 7200 тенкĕпе.



"Каçал Ен"
29 июля 2016
10:06
Поделиться
;