Комсомольский муниципальный округ

Вырма вăй илсе пырать

Июлĕн 28-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсем, фермер хуçалăхĕсем вырмана пурте тухнă. Хăш-пĕр çĕрте кĕрхи культурăсем хыççăн çурхи тырăсем çине те куçнă. Кĕçнерникун тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсене 2510 гектар çинчен пуçтарса кĕртнĕ, çакă вăл пĕтĕмĕшле лаптăкăн 15,4 проценчĕ чухлĕ. Йĕтемсене пурĕ 6076

тонна тырă кĕнĕ. Вăтам тухăç кунсерен улшăнса тăрать, асăннă кун тĕлне вăл 24,2 центнерпа танлашать. Чи пысăк тухăç - "Слава картофелю" агрофирмăра, вĕсем 360 гектар çинчи (35,8%) тĕштырра çапса тĕшĕленĕ, вăтам тухăç - 30,8 центнер. "Урожай" колхозра вара кашни гектартан 30,3 центнер илеççĕ, "Искра" колхозра - 28 центнер. Хырайĕнелсем пĕтĕмĕшле лаптăкăн пĕрре виççĕмĕш пайне вырма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ.

Вырма ĕçĕ мĕнле пынипе район ертỹлĕхĕ тăтăшах интересленет. Акă, иртнĕ кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕпе Алексей Самаркинпа ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Илдус Миннетуллин, тĕп агрономĕ Шамиль Зейнутдинов "Луч", "Урожай", "Победа", "Труд", "Пайгас", "Слава" тата "Искра" хуçалăхсенче пулнă. Вĕсем кооперативсен, колхозсен председателĕсемпе, ĕçченсемпе курнăçса калаçнă, кĕрхи культурăсене акса хăварма çĕр хатĕрленипе кăсăкланнă.

Районти çĕр ĕçченĕсем уяр çанталăкăн кашни саманчĕпе туллин усă курса ăнса пулнă тырпула тăккаламасăр пуçтарса илес тесе вăй хураççĕ. Хальхи вăхăтра уй-хирте тĕштырă çапакан 30 комбайн ĕçлет. Çавăн пекех утăпа сенаж хатĕрлес ĕç те малалла пырать. Условнăй пĕр выльăх пуçне 18,2 центнер апат единици янтăланă.

Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ,

тĕп агроном



"Каçал Ен"
29 июля 2016
10:01
Поделиться
;