Комсомольский муниципальный округ

Черетлĕ рейд

 Çул çинчи транспорт инкекĕсен шутне чакарас, водительсемпе пассажирсен пурнăçĕсене çăлса хăварас, административлă майпа саккуна пăсакансене тупса палăртас тĕллевпе çитес вăхăтра Комсомольски тата Елчĕк районĕсенче çак мероприятисем иртеççĕ:

- августăн 12-14-мĕшĕсенче - "Ỹсĕр водитель";

- августăн 19-мĕшĕнче - "Переоборудование";

- августăн 26-мĕшĕнче - "Пешеход. Пешеходный переход".

Йĕрке çирĕп ыйтсан та, штрафсем ỹсни те, водитель прависĕр тăрса юлни те çынсене шиклентермест. Эрех ĕçнĕскерсем çав-çавах руль умне ларма пăрахмаççĕ, инкеке лекеççĕ. Хăйсене çеç мар, ыттисене те нуша кăтартаççĕ. Çавăнпа та, инкексем ан пулччăр тесе, çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнма ыйтатпăр!

Н.РАЙКОВ



"Каçал Ен"
05 августа 2016
14:09
Поделиться
;