Комсомольский муниципальный округ

Ирĕклĕ сасăлав удостоверенийĕ илме пулать

Сентябрĕн 18-мĕшĕнче, Пĕрлехи суйлав кунĕнче, хăй пурăнакан вырăнти суйлав участокне пурин те çитме май пулаймасть. Хăшĕ-пĕри ĕçлеме инçете тухса каять, теприсен татах мĕнле те пулсан сăлтав тупăнать. Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕн графикĕпе килĕшỹллĕн, Комсомольски территориллĕ суйлав комиссийĕнче августăн 3-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 6-мĕшĕччен ирĕклĕ сасăлав удостоверенийĕ (открепительное) илме май пур. Сентябрĕн 7-17-мĕшĕсенче вара участоксенчи суйлав комиссийĕсенче те асăннă удостоверенисене параççĕ. Вĕсемпе сире кирек хăш суйлав участокĕнче те сасăлама ирĕк парĕç.

Комсомольски территориллĕ суйлав комиссийĕ çак графикпа ĕçлет:

- ĕç кунĕсенче - 9 сехетрен 17 сехетчен;

- шăматкунсенче - 9 сехетрен 15 сехетчен.

Л.ЧИТНАЕВА



"Каçал Ен"
05 августа 2016
15:15
Поделиться
;