Комсомольский муниципальный округ

Уй-хирте

Августăн 4-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсем пурĕ 5733 гектар çинчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çапса тĕшĕленĕ, 15252 тонна тыр-пула пỹлмене кĕртнĕ. Пĕтĕмĕшле ĕç калăпăшне 35 процент пурнăçланă. Вăтам тухăç кунсерен улшăнса тăрать, асăннă кун тĕлне вăл 26,6 центнерпа танлашать.

Çавăн пекех утăпа сенаж хатĕрлес ĕç те малалла пырать. Кĕçнерникун тĕлне хуçалăхсенче 11048 тонна утă (157 процент), 21811 тонна сенаж (136 процент) хатĕрленĕ. Условнăй пĕр выльăх пуçне 19,2 центнер апат единици янтăланă.

Икĕ хуçалăх ир пулакан çĕрулмине кăларма пикеннĕ. "Çĕрулмине мухтав" агрофирма 5 гектар лаптăк çинчен пуçтарса кĕртнĕ те, вăтам тухăçĕ - 340 центнер. Васильевăн хресченпе фермер хуçалăхĕнче çак ĕçе 2 гектар çинче пурнăçланă (125 центнер).

Çĕре кĕрхи культурăсем валли хатĕрлес ĕç те вĕçленмен-ха. Августăн 4-мĕшĕ тĕлне 3036 гектар çĕр хатĕр (72 процент). 9 хуçалăхра çĕртме тума пикеннĕ (400 гектар).



"Каçал Ен"
05 августа 2016
14:10
Поделиться
;