Комсомольский муниципальный округ

Яланах пулăшма хатĕр

Çын шăпи тĕрлĕрен килет. Пурнăç йывăрлăхсем умне илсе çитерсен е патшалăхран пулăшу кирлĕ пулсан çынсем социаллă хỹтлĕх пайĕн специалисчĕсем патне васкаççĕ.

Комсомольски районĕнчи социаллă хỹтлĕх пайĕ урлă пурĕ 9,8 пин çын социаллă пулăшу илсе тăрать. 2016 çулхи пĕрремĕш çур çулта çак тĕллевпе халăха 61,6 миллион тенкĕ укçа куçарса панă.

4079 ĕç ветеранĕ учетра тăрать, вĕсенчен 1219-шĕ - Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсем.

Социаллă проблемăсем хушшинче çемьене, аннелĕхе тата ачалăха социаллă пулăшу парасси тĕп вырăн йышăнать. Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне 2692 ачашăн 1453 çын 10,3 миллион тенкĕлĕх пособи илнĕ. Çавăнпа пĕрлех ĕçлемен 198 амăшĕ ача пăхнăшăн 6,6 миллион тенкĕлĕх пулăшăва тивĕçнĕ. Ача çуратнăшăн пĕр хутчен паракан пособипе 51 çын усă курнă, 54 амăшĕ кашни уйăхра ачана туллин апат çитерме 19,2 пин тенкĕлĕх пулăшу илнĕ.

Нумай ачаллисене те патшалăх туллин пулăшма тăрăшать. Пĕрремĕш çур çулта виççĕмĕш ача çуратнисем е усрава илнисем кашни уйăхра пурăнмалли чи пĕчĕк виçи чухлĕ пулăшу илсе тăнă, 258 çемьене 10,8 миллион тенкĕлĕх пособи панă. Ку вара пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 53,5 процент нумайрах.

Унсăр пуçне кашни уйăхра коммуналлă пулăшушăн компенсаци тỹлес ĕç те малалла пырать. Пĕрремĕш çур çулта федераллă 2743 льготника 4,7 миллион тенкĕлĕх компенсаци куçарса панă.

"О социальной поддержке отдельных категорий граждан по уплате взноса на капитальный ремонт общего имущества в многоквартирном доме" саккунпа килĕшỹллĕн 4 çынна 1,1 пин тенкĕлĕх пулăшупа тивĕçтернĕ. Ял специалисчĕсене пулăшассипе те тухăçлăн ĕçлетпĕр. Пĕрремĕш çурçулта коммуналлă пулăшушăн 942 специалист 5,8 миллион тенкĕлĕх компенсаци илнĕ.

Аслă Отечествăлла вăрçă ветеранĕсемпе ĕçлесси те - пайăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта 30 вăрçă ветеранĕпе участникĕ пурăннă. 2016 çулта 4-шĕ кил-çурт условийĕсене лайăхлатма сертификатсем илнĕ. Ветерансемпе инвалидсен "Вега" реабилитаци центрне путевка илме 166 çын черетре тăрать. 2016 çулхи пĕрремĕш çур çулта 6 çын сывлăхне çирĕплетсе килнĕ те.

Социаллă пулăшу илес текенсем МФЦ урлă та заявленисем çыраççĕ. Çур çул хушшинче МФЦ урлă 1165 заявлени йышăннă, саккунпа килĕшỹллĕн вĕсене пăхса тухса мерăсем йышăннă.

И.НИКИТИНА,

социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ



"Каçал Ен"
05 августа 2016
14:07
Поделиться
;