Комсомольский муниципальный округ

Ашшĕ-амăшĕ ыйту пама пултарать

 Август уйăхĕн вĕçĕнче, çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланас умĕн, Раççей Федерацийĕн вĕренỹ тата наука министрĕ Дмитрий Ливанов Пĕтĕм Раççейри ашшĕ-амăшĕн пухăвне ирттерет. Йăлана кĕнĕ мероприятие ашшĕ-амăшĕн пĕрлĕхĕпе уçă та тỹрĕ калаçу йĕркелес тĕллевпе тăваççĕ. Ытти çулсенчи пекех, пуху кăçал та видеоконференци формачĕпе çĕршыври регионсемпе тỹреммĕн çыхăнса иртет. Унта кашни çын хутшăнма пултарать, унччен Интернетри ятарлă формăпа министр патне ыйту ярса памалла кăна.

Сăмах май, çак уйăхра çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланас умĕн вĕрентỹ ĕçченĕсен республикăри йăлана кĕнĕ конференцийĕ те пулĕ. Вăл кăçал августăн 23-мĕшĕнче "Чăваш Республикинчи педагогика ĕçченĕсен професси компетенци-йĕсен хаклав никĕсĕ çинче ỹсĕм тытăмне туса хурасси" темăпа иртĕ. Малтанхи çур кунĕнче аслă тата вăтам профессиллĕ вĕренỹ учрежденийĕсенче дискусси площадкисем ĕçлĕç. Ун хыççăн, кăнтăрла иртсен, педагогсем Чăваш патшалăх филармонине конференцие пухăнĕç.



"Каçал Ен"
09 августа 2016
11:59
Поделиться
;