Комсомольский муниципальный округ

Халăхсен съезчĕ пулать

Сентябрь уйăхĕн 10-мĕшĕнче Шупашкарта Халăхсен съезчĕ пулать. Кун çинчен калакан хушăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев августăн 2-мĕшĕнче алă пуснă.

Съезда хамăр республикăра пурăнакан халăхсене чĕнеççĕ. Съездра Чăваш Енре кăна мар, Раççейре пурăнакан халăхсен чĕлхине, культурине тата йăли-йĕркине упраса хăварас ыйтусене сỹтсе явма палăртаççĕ.

Мероприяти планĕпе килĕшỹллĕн республика территорийĕнче пурăнакан халăхсен ассамблейин ларăвĕ те иртĕ. Унта пур халăхсен шухăшне те шута илĕç.

ЧР Культура министерстви пĕлтернĕ тăрăх, съездра тунă йышăнусем халăхсен культурине упрама тата аталантарма май парĕç.

А.ДМИТРИЕВА



"Каçал Ен"
09 августа 2016
12:02
Поделиться
;