Комсомольский муниципальный округ

"Пурăн, вăрман!" акцие хутшăнар

 Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен октябрĕн 31-мĕшĕччен Комсомольски районĕ Пĕтĕм Раççейри "Пурăн, вăрман!" акцие активлăн хутшăнĕ. Асăннă акци РФ Вăрман хуçалăхĕн агентстви тата регионсен çутçанталăка хỹтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен патшалăх тытăмĕсем йĕркеленипе кашни çулах кĕркунне иртет. Пирĕн район та Пĕтĕм Раççейри акцирен нихăçан та айккинче пăрăнса юлман.

Акци иртнĕ тапхăрта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем кашни ял поселенийĕнче 200 тĕм йывăçран кая мар лартассишĕн яваплă пулĕç. Çавăнпа пĕрлех вĕсене ялсен çывăхĕнчи вăрмансене тасатма шанса панă. Район администрацийĕн вĕренỹ пайĕ вара шкулсенче тематикăлла лекцисемпе уроксем ирттерессишĕн яваплă пулĕ.

Акци иртнĕ вăхăтра автоçулсем хĕрринчи вырăнсене çỹп-çапран тасатĕç, юсаса йĕркене кĕртĕç. Район çыннисене пурне те акцие хутшăнма чĕнсе калатпăр. Вăрмансен тасалăхĕшĕн эпир çеç яваплă-çке.



"Каçал Ен"
09 августа 2016
13:55
Поделиться
;