Комсомольский муниципальный округ

Уй-хирте

Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем пиçсе çитнĕ те ĕнтĕ. Яланах паянхи пек уяр та янкăр çанталăк тăмĕ. Вĕсене вăхăтра тата пахалăхлă пуçтарса кĕртмелле. Районти ял хуçалăх предприятийĕсем ку енĕпе çине тăрсах тăрăшаççĕ пулин те, ĕçсене хăвăртлатасчĕ, пурнăçламаллине кая хăварас марччĕ.

Августăн 8-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсем 8398 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсене вырнă. Ку пĕтĕмпе пухса илмелли лаптăкăн 51,4 проценчĕ. 22254 тонна тырра йĕтемсем çине илсе çитернĕ. Хальлĕхе вăтам тухăç кашни гектар пуçне 26,5 центнерпа танлашать.

Пĕр вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕçсем каплансах каяççĕ тесен те тĕрĕсех пулĕ. Тĕш тырра та пуçтарса кĕртмелле, уттине çулмалла, сенаж хывмалла... Тунтикун тĕлне хуçалăхсенче 11207 тонна утă, 22395 тонна сенаж хатĕр. Ку ĕç вĕçленмен-ха.

Çавăнпа пĕрлех хуçалăхсенче кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрлессипе те çанă тавăрса ĕçлеççĕ, тыр-пултан пушаннă хирсене сухалакан тракторсем тухнă та, 3322 гектар çĕре хатĕрлеме ĕлкĕрнĕ, 831 гектар çĕртме тунă.

Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ,

тĕп агроном



"Каçал Ен"
09 августа 2016
13:56
Поделиться
;