Комсомольский муниципальный округ

Ултă районта пăши тытма юрать

Республика Пуçлăхĕ сунарта пăши тытмалли лимита палăртнă. Михаил Игнатьев Чăваш Ен территорийĕнче пăши тытма ирĕк паракан Указа алă пуснă. Пĕтĕмпе çакăн йышши пысăк чĕрчунсен пĕтĕмĕшле йышĕн пĕр процентне тытма юрать. Çакăн çинчен калакан документа власть органĕсен сайтне вырнаçтарнă.

Паянхи куна чăваш вăрманĕсенче 1035 пăши пурăнать. Çак шутран 2016 çулхи августăн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2017 çулхи августăн 1-мĕшĕччен сунарçăсене 14 чĕрчуна тытма ирĕк панă.

Сунарçăсен пăшие ултă вырăнта - Улатăр, Йĕпреç, Канаш, Пăрачкав, Çĕмĕрле, Тăвай районĕсенче - йĕрлесе тытма юрать.

Çавăн пекех июлĕн 20-мĕшĕнчен уйрăм çынсене çуллахи-кĕркуннехи тапхăрта çунатлă вĕçен кайăксене тытма ирĕк пама пуçланă. Кăçал çунатлă кайăк-кĕшĕке августăн 20-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 15-мĕшĕ таран тытма ирĕк параççĕ.

Пĕр сунарçăн талăкра тытма юракан норма çакăн пек: кăвакалсем - 5, хурсем - 2, лысуха (пысăках мар шывçи кайăкĕ) - 5, уй-хир кайăкĕ - 5, шыв-шур кайăкĕ - 5, ăсан - 2 (налук тỹлесен), пăчăр (рябчик - вăрман кайăкĕ) - 3, кăрăпчак (вальдшнеп) - 5, ула курак - шучĕсĕр.

Çав вăхăтрах сунар правилисемпе, республика территорийĕнче палăртнă чарусемпе килĕшỹллĕн карăка тата Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин Хĕрлĕ кĕнекисене кĕртнĕ кайăксене тытма юрамасть.



"Каçал Ен"
09 августа 2016
11:55
Поделиться
;