Комсомольский муниципальный округ

Августăн 17-мĕшĕ - Пĕрлехи информаци кунĕ

Августăн 17-мĕшĕнче Чăваш Енре иртекен Пĕрлехи информаци кунĕнче çак темăсене сỹтсе явĕç:

- Чăваш Республикинчи вĕрентỹ организацийĕсене çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрлени çинчен;

- пурăнмалли тата коммуналлă хуçалăх объекчĕсене 2016-2017 çулхи хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрлесси епле пыни пирки;

- Чăваш Республикинче çынсене пушартан, шыва кĕнĕ чухне инкек курасран сыхламалли мерăсем çинчен.

Кунсăр пуçне, Пĕрлехи информаци кунĕнче Чăваш Енре пурăнакансен сывлăхне тата уй-хир ĕçĕсем мĕнле пынине те пăхса тухĕç.

Çав кун пирĕн района Чăваш Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Петр Краснов ертсе пыракан ушкăн килмелле. Вĕсем районти ял поселенийĕсене çитеççĕ, ĕç коллективĕсемпе, ял çыннисемпе тĕл пулаççĕ.



"Каçал Ен"
12 августа 2016
08:59
Поделиться
;