Комсомольский муниципальный округ

Эмел курăкĕсен асамлă тĕнчи

Ỹсен-тăрансен тĕнчи - çутçанталăкăн тĕлĕнмелле асамлăхĕ, пире сиплеме пултаракан пуянлăх. Нумай эмел курăкĕ вун-вун йăха сывлăх парнеленĕ. Хальхи медицинăна та вĕсем çирĕппĕн кĕнĕ тата малтанхи пекех чирлисене сыватас ĕçе малалла тăсаççĕ. Пирĕн мăн асаттесемпе мăн асаннесем эмелсем пулманран тĕрлĕ ỹсен-тăранпа сипленнĕ. Йăхран йăха вĕсем çак пĕлĕве куçарса пынă. Хамăр та ĕнтĕ, гриппа чирлесен, чи малтанах çăка чечекĕпе хăмла çырлипе чей ĕçетпĕр.

Çак ăслăлăх пуянлăхне çамрăк ăрăва вĕрентес тĕллевпе нумаях пулмасть Александровка ял библиотекин библиотекарĕ ачасемпе "Поле чудес" интерактивлă экологи вăййи ирттерчĕ. Вăйă вăхăтĕнче шăпăрлансем эмел курăкĕсен асамлă тĕнчине çитсе килчĕç, вĕсен сиплĕ уйрăмлăхĕсемпе халăхри ячĕсем пирки пĕлчĕç. Унсăр пуçне библиотекарь вĕсене эмел курăкĕсем ăçта ỹсме пултарнине тата вĕсемпе мĕнле усă курмаллине тĕплĕн ăнлантарса пачĕ. Çамрăк эрудитсем илнĕ пĕлỹсемпе усă курса вăййăн пĕтĕм тапхăрĕсене ăнăçлă тухрĕç.

Вăйă хыççăн ачасем эмел курăкĕсем пирки çырнă кĕнекесемпе интересленсех паллашрĕç. Курăксенчен вĕретнĕ техĕмлĕ чей вара савăнăçлă кунăн вĕçĕ пулчĕ, ачасем çак тухăçлă кунпа кăмăллă юлчĕç пулĕ тетпĕр.

В.ПОТАПОВА,

библиотекарь



"Каçал Ен"
12 августа 2016
09:35
Поделиться
;