Комсомольский муниципальный округ

Ыран - спортпа сывлăх кунĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн "Спортпа сывлăх кунĕ çинчен" Указĕпе килĕшỹллĕн, кашни уйăхрах республикăра сывлăх кунне ирттереççĕ. Çитес сывлăх кунĕ августăн 13-мĕшĕнче, шăматкун, пулать. Çав кун "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексне тỹлевсĕрех кĕме, хăвăра килĕшекен спорт вăййисене выляма е шывра ишме май пур. ФСК ĕçченĕсем районти пĕтĕм ял поселенийĕнче пурăнакан сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансене кĕтеççĕ.



"Каçал Ен"
12 августа 2016
09:11
Поделиться
;